Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хӗрлӗ Чутай районӗ

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, «Тантӑш» хаҫатран парне илчӗҫ — тӗрлӗ тӗслӗ принтера тивӗҫрӗҫ. Парнене вӗсем 2008 ҫулхи пӗрремӗш ҫулталӑк ҫурринче хаҫата ҫырӑнса илессипе ҫыхӑннӑ конкурсра ҫӗнтернишӗн илчӗҫ.

Принтера парнелеме хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсем шкула хӑйсем ҫитрӗҫ. Ҫакна асӑнса юлмалла — хаҫата ку класра вӗренекен 30 ача тата клас ертӳҫи Надежда Тимакова ҫырӑнса илеҫҫӗ — ҫавна май вӗсем ку парнене тивӗҫлипе тивӗҫлӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Иртнӗ эрнере Тури Ҫӗрпӳкасси шкулӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ мероприяти иртрӗ. Юбилее паллӑртма шкултан вӗренсе тухнисем, вырӑнти пуҫлӑхсем тата ыттисем ҫитрӗҫ. Пуринчен те ытларах уява пуҫтарӑннисем пенсине тухнӑ вӗрентевҫӗсемпе ветерансене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ хӑнасем шутӗнче Сергеев Владимир Максимовичпа Лев Васильевич Медведев та пурччӗ. Пӗри 1971-78 ҫулсенче, тепри 1978-87 ҫулсенче шкул директорӗ вырӑнне йышӑннӑ.

Уява пуҫтарӑннисем шкул ҫитӗнӗвӗсене аса илчӗҫ, уйрӑмах шкултан вӗренсе тухса пысӑк вырӑна ҫитнӗскерсене. Шкултан вӗренсе тухнисем шутӗнче 6 ӑслӑлӑх кандидачӗ, 1 тава тивӗҫлӗ ял хуҫӑлӑх ӗҫченӗ. 12 ҫынна тӑван колхозра вӑй хунӑшӑн орденпа чысланӑ.

Уява шкул директорӗ Живоев Игорь Нестерович уҫрӗ. Вӑл ку вырӑна 1996 ҫултанпа йышӑнать. Игорь Нестерович пухӑннӑ ханасене шкул кун-ҫулӗпе, йывӑрлӑхӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех ырӑ сӑмахсемпе район ертӳҫи Александр Криков, районӑн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Шереметьева тухса калаҫрӗҫ.

Ачасем те ку уява тӑрӑшса хатӗрленнӗ — вӗсем ку куна кӗтсе сочиненисемпе сӑвӑсем ҫырнӑ, ӳкерчӗксем ӳкернӗ.

Малалла...

 

Пирӗн пурнӑҫ хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 15-мӗшӗччен Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Юрҫӳревӗш» операци иртӗ. Ҫак профилактика мероприятине техника ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑсасран тата ҫул айккинче ҫӳрекен мотоҫунашкасемпе юрҫӳревӗшсем (снегоходсем) ҫын пурнӑҫӗшӗн сиенлӗх кӑларса тӑратасран, тӑван тавралӑха вараласран йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, районӗпе паянхи кун тӗлне виҫӗ юрҫӳревӗш шутланать.

Операци тапхӑрӗнче патшалӑх техника асӑрхавӗн районти инспекцийӗпе ГИБДД ӗҫченӗсем юрҫӳревӗшсем тытакан предприятисемпе тата вӗсем ытларах пухӑнакан вырӑнсенче пулса техника лару-тӑрӑвне, хӑрушсӑрлӑх правилисене епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах машинӑсен, техникӑн регистрацийӗн даннӑйӗсене, нормативпа техника докуменчӗсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кивелнӗ, ҫул ҫине тухма юрӑхсӑр юрҫӳревсене регистрацинчен кӑларса металлолома ӑсатмалла. Йӗркене пӑсакансене саккунпа килӗшӳллӗн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнса явап тыттараҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, [63]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ҫӗртме, 23

1960
64
Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ.
1983
41
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть